«Урок по теме «Сывлaх — чи хаклa пуянлaх»


Урок теми: Сывлăх – чи хаклă пуянлăх (5 класс).
Урок тĕсĕ: Çыхăнуллă пуплеве аталантармалли урок.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты)
а) ачасене кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулнине ăша хывма пулăшасси; ă) ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме вĕрентесси, сиенлĕ йăла-йĕркерен аякра тăма хистесси; б)сывлăх чи хаклă мул пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси;в)) ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарни;
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты)
Йĕркелÿ: а) кирлĕ информацие ÿкерĕк тăрăх шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;
ă) вулавпа çыру усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсен вырăс эквиваленчĕсене тупма пултарни, текста итлесе ăнланма хавхалантарни; Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлени, пĕччен е иккĕн усă курса информаци тупма хăнăхни;
Информаци: сывлăх темăпа çыхăннă ÿкерчĕксем тăрăх сĕнÿсем пама, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни;
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем (предметные результаты)
Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ: притчăна илемлĕ вулама, унǎн илемне, тĕп шухăшне туйса ǎнланма, тишкерме вĕренни,; сывлăх çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани; урок вĕçĕнче ĕç юхăмĕн результачĕсене тĕрĕслени, хак пани; пĕлÿ шырас ĕçе план тăрăх туса пыма хăнăхтарни.
Урокра кирлĕ кăтарту хатĕрĕсем: PowerPoint программăра хатĕрленĕ слайдсем, словарь ĕçĕ, «Сывлăх» кластерпа синквейн, валеçсе памалли материалсем (карточкăсем), рефлекси ĕçĕ валли карточкăсем, музыка ( „Если хочеш быть здоров...”).
Технологисем: сывлăха упракан, перекетлекен технологи, критикăлла шухăшлав, проблемăлла технологи.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
учитель сăмахĕ;
ыйту-хурав;
калаçу;
шырав;
тишкерÿ;
кластер, синквэйн тăвасси;
ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.
Пуплеве аталантарасси:
шухăша çирĕплетесси;
диалог йĕркелесси;
ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси.
пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.
Словарь ĕçĕ: кун йĕрки, сывă пурнăç йĕрки, сиенлĕ йăла-йĕрке, хавшатать, çирĕплетет, пăхăнмалла, аташмалла мар
Урок эпиграфĕ:
И мĕн пуян, тăванăм?
Сывлăх пуян.
Сывлăх çул памасăр ăçта каян?
( Митта Ваçлейĕ). (1,2 слайд)
Урок юхăмĕ
Класа йĕркелени. Притча итлени. Темăна палăртни(3 слайд).
Пĕррехинче Телейпе Сывлăх этеме мĕн ытларах кирли пирки тавлашса кайнă тет.
Телейĕ калать:
-Эпĕ кирлĕ!
-Мĕншĕн?
- Мансăр çынсене çав тери япăх. Вĕсем пĕрмай мана шыраççĕ. Ялан ман çинчен калаçаççĕ. Кашниех телейлĕ пуласшăн.
- Сывлăхлă та кашниех пуласшăн.
- Пурпĕрех сывлăх çинчен мар, ытларахăшĕ телей çинчен калаçаççĕ.
- Апла сан шутупа çынна сывлăх кирлĕ мар-и?
- Телей кирлĕрех! Унсăр çын пурăнаймасть. Ав ача пырать. Ăна ытларах мĕн кирлине ыйтар-ха: телей е сывлăх?
- Ачам, саншăн чи кирли мĕн вăл? Телей е сывлăх?
- Паллах, телей, - ним шутласа тăмасăрах хурав панă арçын ача.
- Эс телейлĕ-и?
- Паллах, телейлĕ.
- Илтрĕн-и, - ал çупса савăнăçăлăн сикнĕ Телей.
- Ачам, эс сывлăхлă-и? – тепĕр ыйту панă Сывлăх.
- Паллах, сывлăхлă.
- Сана лайăх,- калаçăва хутшăннă вĕсем патĕнчен иртсе пыракан хĕрарăм. – Ман та сан пек сывлăхлă пуласчĕ, вара эпĕ те телейлĕ пулăттăм.
I.Çĕнĕ темăпа паллаштарни.- сывлăх сунни;
- дежурнăйсене сăмах парасси;
Учитель: Ачасем, экран çинче сăвă йĕркисем. Мĕн çырнă-ши унта? Вуласа пĕлер-ха. Урока эпиграфран пуçлани. Эпиграфри каламан сăмахăн пĕлтерĕшне палăртни.
Ăна тĕрĕс вуласан паянхи урокăн темине пĕлме пултаратпăр.
Ачасен хуравĕ. Сывлăх – чи хаклă пуянлăх.
Тетрадьсене уçатпăр та çырса хуратпăр
Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕ.
Ачасем, эпир пĕр-пĕрне кашни кунах «сывлăх сунатăп»тетпĕр. Вырăсла «здравствуйте». Чăвашларан куçарас пулсан вара «здоровья желаю» тесе илтĕнет.
Апла пулсан эпир пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр. Шăпах сывлăх çинчен пулĕ те пирĕн паянхи урокри калаçу.
Çак шухăша уçса парас тесен мĕн тумалла-ха пирĕн урокра?
Ачасем: Ваттисен сăмахĕн тĕп шухăшне ăнланма пулăшакан
ĕçсемпе паллашмалла.
1.Словарь ĕçĕ. Халĕ вара паянхи урокра тăтăш усă курмалли, ăса хывса хăвармалли сăмахсене пăхса тухар. ( Ман хыççăн калаççĕ, тетрадьсем çине çырса хураççĕ).
Кун йĕрки - режим дня
Сывă пурнăç йĕрки – здоровый образ жизни
Сиенлĕ йăла-йĕрке – вредные привычки
Хавшатать – расшатывает, ослабляет, подрывает
Çирĕплетет - укрепляет
Сиен кÿрет – приносит вред (4,5 слайд)
2. Сăлтавлани. -Ачасем, мĕн-ши вăл сывлăх? Кашни çын, паллах, хăйне май ăнланать (ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ, хĕвеллĕ кластер тăваççĕ. Доска умĕнче 1 ача ĕçлет). (6слайд).
Паянхи калаçу кирлех-ши?.Анкетировани ирттерни:
Тест «Сывлăхлă-ши эпĕ?»
1.Манăн час-часах апат анмасть.
2. Ик-виç урок хыççăн ман пуç ыратма пуçлать.
3. Эпĕ час-часах кăмăлсăр,салху,чĕмсĕр çÿретĕп, ывăннă çын пек курăнатăп.
4. Вăхăтран вăхăт эпĕ хытах чирлетĕп, çавăн пирки шкула та килейместĕп.
5. Эпĕ спортпа туслах мар.
6. Юлашки вăхăтра эпĕ кăштах самăрлантăм.
7. Манăн час-часах пуç çаврăнать.
8. Эпĕ халĕ пирус туртатăп.
9. Физкультура урокĕсенче хăвăрт ывăнатăп.
10. Эпĕ япăх çывăратăп, çывăрса тăрсан хама хама япăх туятăп.
«Çапла» хуравшăн хăвăра 1 балл лартăр, суммине шутласа пăхăр.
Пĕтĕмлетÿ:.
1-2 балл. Сывлăхăр кăштах начарланнин паллисем пур пулсан та эсир хăвăра лайăх туятăр.Пурпĕрех хăвăр сывлăхăра упрасси пирки шухăшлама пăрахма юрамасть.Несмотря на некоторые признаки ухудшения здоровья, вы в хорошей форме. Ни в коем случае не оставляйте усилий по сохранению своего самочувствия.
3-6 балл. Хăвăр сывлăхăр валли эсир ытлашшиех тимлĕх уйăрмастăр, сирĕн сывлăхăр самаях хавшанă. Ваше отношение к своему здоровью трудно назвать нормальным, уже чувствуется, что вы его расстроили довольно основательно.
7-10 баллов. Эсир сывлăха самаях пăсса янă. Сирĕн хăвăртрах сывлăхăр валли тимлĕх уйăрмалла.Сиенлĕ йăла-йĕркерен хăтăлмалла. Как вы умудрились довести себя до такой степени? Удивительно, что вы еще в состоянии ходить. Вам немедленно нужно изменить свои привычки, иначе…
-Сывлăхлă пуласси вăл пиртен çеç килет-ши? Мĕнле факторсем пирĕн сывлăх çине витĕм кÿреççĕ-ши? (Ачасен хуравĕсем).
Сăмах парар-ха хамăр ялăн фельдшерпа акушер пункчĕн медсестрине Нина Николаевнăна.(Телемост).
- Çирĕп сывлăхлă пуласси тĕрлĕ сăлтавран килет: экологирен, медицина шайĕ епле пулнинчен, сиенлĕ йăла-йĕркепе иртĕхнинчен( эрех-сăра, пирус, наркотиксем), йăхран йăха куçакан чирсенчен. Ученăйсен шучĕпе, çынсен сывлăхĕ 50% яхăн вĕсем хăйсен пурнăçне епле йĕркеленинчен килет.
Мĕн тумалла-ши пирĕн сывлăхлă пулас тесен?
Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ:
-спортпа туслă пулмалла (Ирхине зарядка тумалла. Ытларах хускалмалла. Спорт секцийĕсене çÿремелле.)-ытларах уçă сывлăшра пулмалла
- шывпа туслă пулмалла.
3. Кунсăр пуçне тата кун йĕркине пăхăнни те питĕ кирлĕ: ирхине вăхăтра тăрас пулать, каçхине вăхăтра выртас пулать, апата вăхăтра тата виçеллĕ çиес пулать.Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас пулать, сиенлĕ йăла-йĕркепе аташмалла мар. ( 7 слайд)
Чи ăслă çынсем те кун йĕркине пăхăннă, унтан пăрăнман. Вăл ĕçе тĕрĕс йĕркелеме те, вăхăтра канма та пулăшать. Кун йĕркине пăхăнман çынна яланах вăхăт çитмест, чир-чĕр асаплантарать.
- М.Игнатьев «Госсовета янă çырура»(2015) çапла каласа хăварнă: «Профиль здороья должен быть у каждого»
А.С.Пушкин был крепкого телосложения, мускулистый, гибкий, благодаря ежедневной гимнастике. Л.Н.Толстой прожил долгую жизнь благодаря физическим упражнениям. Он увлекался ездой на велосипеде, на лошади. В 82 года он за день совершал верхом дальние прогулки. Н.Терентьев – чăвашсен паллă драматургĕ, мĕн виличчченех тенĕ пекех кунсерен 10 км çуран чупнă. (8 слайд).
(Паллă çынсем сывлăха упрассишĕн тăрăшнине палăртсса хăвармалла, вĕсенчен тĕслĕх илмеллине каламалла) .
-Ачасем, эсир хăвăр кун йĕркине пăхăнатăр-и? (1-2 ача хăйсен кун йĕркийĕ çинчен каласа параççĕ).
4. Диалог йĕркелесси. «Журналист» вăйă. Кашниех микрофон тытса журналист пулнă май «Сывлăх» темăпа интервью илме ыйту хатĕрлер-ха.
Тĕслĕхрен: Сывлăхлă пулас тесе эсĕ мĕн тăватăн?
5. Кану саманчĕ (9 слайд)(Кунта кетчуп, сосиски, кока-кола сăмахсемпе мĕншĕн усă курнине палăртмалла)
6. Проект пурнăçласси. Слайдри ÿкерчĕксем пулăшниипе «Сывлăха упрар» проект пурнăçлани. Ушкăнсенче ĕçлесси. Пĕр ушкăнĕ - куç тухтăрĕсем, иккĕмĕшĕ - педиатрсем, виççĕмĕшĕ - шăл тухтăрĕсем. Кашни ушкăн хăйсен сĕнĕвĕсене проект туса хÿтĕлет. (8 слайд)
- Сирĕн задача: çак ÿкерчĕксем тăрăх сĕнÿсем (советы) хатĕрлемелле, ушкăнпа ĕçлетпĕр, пĕри вара проект ĕçне ертсе пырать.
- Çак сĕнÿсен гербне тăвас пулать. Эсир хăвăр герба панă хут çине ÿкерсе паратăр, паллаштаратăр.(ГЕРБ ЗДОРовья пур-ши?)
Шăл тухтăрĕсен сĕнĕвĕсем: шăлсем сывă пулччăр тесен вĕсене кунне 2 хутчен, ирхине тата каçхине, тасатмалла; пахча çимĕç, улма-çырла çимелле, тухтăрсем патне çÿремелле. (9 слайд)
Куç тухтăрĕсен сĕнĕвĕсем: тĕттĕмре, выртса вулама, транспорт çинче вулама юрамасть; куçа валли ятарлă зарядка тумалла, компьютер умĕнче сахалрах лармалла; ытларах сĕт, курага, тăпăрчă çимелле.
Терапевтсен сĕнĕвĕсем: ытларах уçă сывлăшра çÿремелле, витаминлă апат - пахча çимĕç, улма-çырла çимелле, кунне виçĕ хутчен вĕри апат çимелле. (9 слайд)
7. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси (Халĕ вара конвертри ваттисен сăмахĕсене пăхар , пăтрашăнса кайнă сăмахсене вулаççĕ, тетрадьсем çине çырса хураççĕ, вырăс эквиваленчĕсене тупаççĕ). Ытлашши ваттисен сăмахне тупаççĕ. 7 конверт(10 слайд)
Сывлăхран хакли ним те çук. - Здоровье всего дороже.
Сывлăх пулсан укçа пулать. - Здоров буду и денег добуду.
Сывлăх – çын телейĕ. Здоровье – счастье человека.
Сывлăха укçалла илеймĕн. Здоровья не купишь.
Сывлăх пуянлăхран хаклăрах. Здоровье дороже богатства.
Сывлăха ачаран упра. Береги платье снова, здоровье смолоду.
Чирлеме çăмăл, сывалма йывăр. Заболеть легко, вылечится - трудно.
- «Пуянлăх пуянлăх мар, сывлăх пуянлăх». («Богатство – не богатство, здоровье – богатство») тенĕ ваттисем. Ваттисен сăмахĕсем халăхăн кăмăл-сипетне. ăс-хакăлне çутатаççĕ. Чăвашсем ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе нумай тăрăшнă. Чăваш ĕçре пиçĕхнĕ.
- Ачасем, сывлăх çинчен калаçнă чух сывă кĕлетке, ÿт пирки çеç калаçни çителĕксĕр пулĕ. Сывлăхшăн таса чунлă пулни те питĕ кирлĕ.
8. «Сывлăх» сăмахпа синквейн туни. (11 слайд)
Мĕн вăл синквейн? Синквейн – пилĕк йĕркеллĕ сăвă, анчах унта эпир рифмăсемпе, ритма усă курмастпăр, шухăша кашни йĕркере тĕрлĕ пуплев пайĕпе палăртатпăр.
Пĕрремĕш йĕрке – япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, тема. Мĕн çинчен калаçрăмăр эпир паян? (Сывлăх)
Иккĕмĕш йĕрке – икĕ паллă ячĕ. Сывлăх мĕнле пулмалла? Мĕнле вăл пирĕншĕн? (Çирĕп, хаклă)
Виççĕмĕш йĕрке – виçĕ глагол. Сывлăх пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине мĕнле глаголсемпе палăртатпăр? Сывлăх мĕн тăвать? (Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать)
Тăваттăмĕш йĕрке – тăватă сăмахран тăракан каларăш, ваттисен сăмахĕ. Маларах каланисене шута илсе мĕнле ваттисен сăмахĕпе усă курма пулать? (Сывлăхран хакли нимĕн те çук)
Пиллĕкмĕш йĕрке - япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, вăл пĕрремĕш сăмахĕпе çыхăнать, пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх хăй мĕн вăл пирĕншĕн? (Мул, пуянлăх)
-Синквейн тума пуçличчен 1 ача доска умне тухать.
- Ку кам? Мĕн ятлă- ыйтатăп эпĕ.
- Вася (ача ячĕ) мĕнле?(çÿллĕ, хитре).
-Вăл мĕн тăвать?(чупать,сикет, вылять)
- Çÿллĕ, хитре Вася чупать,сикет, вылять.
Шкул ачи.
Сывлăх
Çирĕп, хаклă
Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать
Сывлăхран хакли нимĕн те çук
Мул (пуянлăх) (12 слайд)
I I I. Пĕтĕмлетÿ.
Урок тăршшĕпех сывлăх пирки калаçрăмăр. Калаçăва пĕтĕмлетсе хăвăрăн юлташсем валли памятка хатĕрлер-ха. ( Видеоклип яратăп). Çак сĕнÿсене тирпейлĕн (вĕрентекен панă памятка шаблонĕ çине) çырса хурар, хамăр та яланлах асра тытар.
Кашни çыннăн хăй сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ăна ачаран упрама вĕренмелле. Сывлăх пулсан пурте пулать.
Сывлăхлă çын çеç пурнăçра хăй вырăнне тупма, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултарать. Сывлăхлă çын телейлĕ тата пуян. (Урок эпиграфĕ патне таврăнни).
И мĕн пуян, тăванăм?
Сывлăх пуян.
Сывлăх çул памасăр ăçта каян?
Эп те пуян, тăванăм.
Эс те пуян.
Пуçăмăрта сывлăх пур паян.
IV. Киле ĕç пани:
1. «Сывлăхран хакли ним те çук» сочинени çырăр.
2.Сывлăх темăпа реклама çырмалла.
3. Виçĕ енлĕ дневник çырăрПаянхи урокра
мĕн çĕнни илтĕм? Маншăн чи кирли вăл … Эпĕ çакна ăнланса илтĕм…
V. Рефлекси туни:
1.Урокра эпĕ активлă/ пассивлă пултăм.
2.Хамăн урокри ĕçпе эп кăмăллă/ кăмăлсăр.
3.Маншăн урок вăрăм пулчĕ/ хăвăрт иртрĕ.
4.Урокра эп ывăнтăм/ ывăнмарăм.
5.Урокра ман кăмăл çĕкленчĕ/ пусăрăнчĕ (хуçăлчĕ).
6.Урокри материал ăнланмалла/ ăнланмалла мар/ усăллă/ усăсăр, кăсăклă/ кăсăклă мар.
Акросăмах
С
Ы В
Л
Ă
Х

Приложенные файлы


Добавить комментарий